Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ма уйрӑлмалла пулчӗ-ши (Николай Карай)

"Пӗр-пӗрне эпир юратсах чунран,
Мӑшӑрлантӑмӑр", - терӗн-ҫке.
Хӑвӑн шухӑшна пытарса манран
Вӑрттӑн туйӑмпа ан чӗрке.

Маншӑн эс мӗнли уйрӑмах паян
Паллӑ унсӑрах чӗрене.
Аш ҫу кунӗнче урамри йӑмран
Ҫулҫи тӑкӑнать кил умне.

Макӑрсассӑн та пирӗн ҫук текех
Пӗр-пӗрин валли чун ӑшши.
Пӗр-пӗрне савса пурнас ҫӗртенех
Ма уйрӑлмалла пулчӗ-ши?

Ҫавӑн пекех унӑн ытти сӑввисене вулама пултаратӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 13:59:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2778 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем